Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хурапыр Юнтапа

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 60 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ.

Утӑ пӑру ферминчен инҫех мар выртнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма вите ҫине куҫма паман. МЧСӑн Чӑван Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 180 рулон утӑ электролини айӗнче выртнӑ.

Пушар шӑпах электричество пралукне пула тухма пултарнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗншӗн алхаснине тӗпчеҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.

Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.

Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.

Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.

 

Республикӑра Ярмушкари Калошевсен палӑкӗ
Ярмушкари Калошевсен палӑкӗ

Палӑка хальлӗхе ачисем хайсемех тӳленӗ-ха. Анчах ашшӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ май тӑкаксене саккунпа килӗшӳллӗн хыснаран саплаштарӗҫ.

Сӑмахӗ кунта Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Михаил Калошев ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ пирки пырать. Вӑл иртнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн уйӑхран, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те 90 ҫул урлӑ каҫнӑ.

Михаил Михайловичпа Мария Филимоновна Калошевсене хисеп туса ачисем вӗсен вил тӑприсем ҫине пысӑк палӑк лартни пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтереҫҫӗ.

Михаил Михайлович Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чӲк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Уйкас Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ҫитӗнсен выльӑх тухтӑрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫамрӑк каччӑн ӗмӗтне татать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнӑ. Вунсакӑр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ӑна вӑрҫа ӑсатнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1947-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче кӳршӗ ял хӗрӗпе Мария Филимоновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 10

1898
127
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫуралнӑ.
1901
124
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1929
96
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1953
72
Пушкин Василий Николаевич, литература тӗпчевҫи, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Николаев Олег Алексеевич, чӑваш политикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та